#наци проекчĕ
Ситекпуçĕнче хальхи модульнӑй фельдшерпа акушер пунктне монтаж тӑваҫҫӗ. Хатӗрленӳ ӗҫӗсене туса пӗтернӗ, никӗс свайĕсене лартнӑ. Кӑҫалтан пуҫласа ФАПсене «Вӑрах та активлӑ пурнӑҫ» наци проекчӗн «Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне çӗнетесси» программипе пурнӑҫлаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ФАПа хальхи медицина оборудованийӗпе тата квалификациллӗ персоналпа пуянлатӗҫ. Ҫакӑ медицинӑпа санитари пулӑшӑвӗ пама, профилактика тӗрӗслевӗсем ирттерме, вакцинаци ирттерме тата ял ҫыннисене васкавлӑ пулӑшу пама май парать.
ФАП Ситекпуçĕнче пурӑнакансемшӗн сывлӑх тата ырлӑх центрӗ пулса тӑрӗ.