

#наци проекчĕ
Дюртюли районӗнчи Москово ялӗнче Табыш ҫӑлкуҫне хӑтлӑлатнӑ, пӗлтернӗ Пушкӑрт Экологи министерствинче. Ҫӑлкуҫӗ Явбаза шывӗ хӗрринче Сахалин микрорайонне илсе каякан ҫакӑнса тӑракан кӗпер патӗнче вырнаҫнӑ. Кунта пурӑнакансем таса та сивӗ шывпа киленсе час-часах канаҫҫӗ. Малашлӑх планӗсенче — кунта пушӑ вăхăта иртермелли тата массӑллӑ мероприятисем валли хӑтлӑ вырӑн туса хурасси.
Ҫӑлкуҫ территорине тирпей-илем кӗртме республикӑри «ПР экологийӗпе ҫутҫанталӑк ресурсӗсем» программӑна тата «Вырӑс географи обществин çӑлкуҫӗсем» проекта хутшӑннипе май килнӗ.
Кӑҫал Раҫҫейре «Экологи ырлӑхӗ» нацпроект пуҫланнӑ. Программӑна ҫутҫанталӑка хӳтӗлеме тата пурӑнакансен хӑтлӑхне ӳстерме палӑртнӑ, ПР ҫутҫанталӑкпа усӑ курмалли министерствӑра аса илтернӗ. Ӑна пурнӑҫлани ТКО тирпейлекен заводсем тӑвассине, йӗркесӗр ҫӳп-ҫап куписене пӗтерессине, юханшывсемпе кӳлӗсене юсассине, вӑрман катрамӗсене сыхлассине, сиенлӗ кӑларӑмсене чакарассине тата «симӗс» туризма пулӑшассине кӗртет.