Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
23 Июнӗн 2025, 05:41

Пушкӑрт сӑсӑлне Вӑтам Азире ыйтаççĕ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт сӑсӑлне Вӑтам Азире ыйтаççĕПушкӑрт сӑсӑлне Вӑтам Азире ыйтаççĕ
Пушкӑрт сӑсӑлне Вӑтам Азире ыйтаççĕ
#наци проекчĕ
Пушкӑртстан 2025 ҫул пуҫламӑшӗнчен пуҫласа Узбекистанпа Казахстана 279 тонна тулӑ сӑсӑлӗ тӑратнӑ, пӗлтернӗ регионти Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорĕн управленийӗнче.  
Экспорт тиевӗн мӗнпур партийӗсенчен тырӑ туса илмелли продукцие тӗрӗслесе пӑхни Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорне пӑхӑнса тӑракан Пушкӑрт тӗрӗслев лабораторийӗнче тӗпчевсем туллин иртнӗ.
Тӗпчев результачӗсем тӑрӑх карантинти хӑрушӑ организмсем тупса палӑртман. Пушкӑрт тулӑ сӑсӑлĕ ҫӗршыв-импортерсен ыйтӑвӗсемпе килӗшӳллӗ, палӑртнӑ надзор ведомствинче. Вунă экспорт фитосанитари сертификатне панӑ.
«Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх» наци тӗллевӗ шайӗнче «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗ пурнӑҫланать. 
Сăнÿкерчĕкĕ: Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорĕн  управленийӗн пресс-служби.
 
 
 
Пушкӑрт сӑсӑлне Вӑтам Азире ыйтаççĕ
Пушкӑрт сӑсӑлне Вӑтам Азире ыйтаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас