Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
1 Июлӗн 2025, 05:07

Пушкӑртстанра тата 158 обществӑлла территорие хӑтлӑлатӗҫ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра тата 158 обществӑлла территорие хӑтлӑлатӗҫПушкӑртстанра тата 158 обществӑлла территорие хӑтлӑлатӗҫ
Пушкӑртстанра тата 158 обществӑлла территорие хӑтлӑлатӗҫ

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра «Пурнӑҫ валли инфраструктура» нацпроектӑн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси»федераци проекчӗ пулӑшнипе ҫитес ҫул 144 обществӑлла территорие хӑтлӑлатӗҫ.
Шӑпах вӗсене 2026 ҫулта хӑтлӑх кӗртмелли обществӑлла территорисене суйласа илессипе пӗтӗм Раҫҫейри сасӑлав ҫӗнтерӳҫисем тесе йышӑннӑ. 2026 ҫулхи планра - пӗтӗмпе 158 территорие хӑтлӑлатасси. Вӗсенчен 14-не ытти программӑпа хӑтлӑлатӗҫ. Вӗсен хушшинче - «Урӑ ял», «Чӑн ӗҫсем», «Вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программа» тата ытти те.
«Пӗтӗм Раҫҫейри сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 144 территорие ҫӗнтерӳҫӗ тесе йышӑннӑ. Ҫак объектсене пурне те 2026 ҫулта хӑтлӑлатӗҫ, ҫак тӗллевпе федераци бюджетӗнчен 1 миллиард та 164 млн тенкӗ явӑҫтарнӑ ӗнтӗ», — пӗлтернӗ ПР ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Ирина Голованова.
Ларура Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров палӑртнӑ тӑрӑх, тирпей-илем кӗртмелли территорисене ҫынсем хӑйсем суйлаҫҫӗ. Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсене «пирӗн граждансем суйланине тӗпе хурса» тӑваҫҫӗ.
Сӑнÿкерчӗкĕ: Олег Яровиков.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-06-30/v-bashkirii-blagoustroyat-esche-158-obschestvennyh-territoriy-4295461

 

Пушкӑртстанра тата 158 обществӑлла территорие хӑтлӑлатӗҫ
Пушкӑртстанра тата 158 обществӑлла территорие хӑтлӑлатӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас