#наци проекчĕ
120 миллиард ытла тенкӗ çитес пилӗкҫуллӑха автомобиль ҫулӗсене аталантарма тата Пушкӑртстанра транспорт пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстерме ярӗҫ. Кун пирки республикӑн премьер-министрӗ Андрей Назаров пӗлтернӗ.
Укҫа-тенке «Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗ», «Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ», «Пассажир тата çăк турттарас ĕҫе аталантарасси» тата «Газомотор топливин рынокне тата электромобильсем валли зарядка инфратытӑмне аталантарасси» программӑсене кӗртекен ПР транспорт тытӑмне аталантармалли патшалӑх программипе килӗшӳллӗн уйӑрӗҫ.
Пушкӑртстан правительствинче палӑртнӑ тӑрӑх, «Пурнӑҫ валли инфраструктура» ҫӗнӗ нацпроекта кӗнӗ «Хӑрушлăхсӑр паха ҫулсем» нацпроектӑн регион проекчӗсене те ҫак программӑна пӗрлештернӗ.
Сӑнÿкерчӗкĕ: Валерий Шахов.