Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
7 Июлӗн 2025, 05:37

Пушкӑртстанра наци проекчӗпе 63 ҫыран хĕррине хӑтлӑх кӗртнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра наци проекчӗпе 63 ҫыран хĕррине хӑтлӑх кӗртнӗПушкӑртстанра наци проекчӗпе 63 ҫыран хĕррине хӑтлӑх кӗртнӗ
Пушкӑртстанра наци проекчӗпе 63 ҫыран хĕррине хӑтлӑх кӗртнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра «Ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ» наци проекчӗн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» федераци проекчӗпе 63 ҫыран хĕррине, ҫав шутра тăвата пляж зонине хӑтлӑлатнӑ. 2025 ҫултанпа тирпей-илем «Пурнӑҫ валли инфраструктура» нацпроектпа малалла пырать. Кун пирки Пушкӑртстанри ЖКХ министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Республикӑри пӗчӗк хуласемпе истори поселенийӗсенче хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли чи лайӑх проектсен пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗпе килӗшӳллӗн пляж зонине йӗркелесе икĕ территорие йӗркене кӗртнӗ.

Пушкӑртстанра «Ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ» наци проекчӗн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» программипе пурӗ 806 обществӑлла вырӑна хӑтлӑх кӗртнӗ. Вӗсен шутӗнче — хальхи вӑхӑтри парксем, скверсем, ҫырансем, ача-пӑча тата спорт площадкисем, ҫӗннисем те, ҫӗнелнисем те. Кӑҫал «Пурнӑҫ валли инфраструктура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн республикипех 94 объекта йӗркене кӗртме палӑртнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР ЖКХ министерстви.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-07-04/v-bashkirii-po-natsproektu-blagoustroili-63-naberezhnye-4302994

 

 

 

Пушкӑртстанра наци проекчӗпе 63 ҫыран хĕррине хӑтлӑх кӗртнӗ
Пушкӑртстанра наци проекчӗпе 63 ҫыран хĕррине хӑтлӑх кӗртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас