

#наци проекчĕ
Кӑҫал Пушкӑртстанра хальхи вӑхӑтри тата пилӗк сӗт ферми ӗҫлеме тытӑнассине пӗлтернӗ регионти Ял хуҫалӑх министерствинче.
Ҫакӑ республикӑра сутлӑх сӗт туса илессин калӑпӑшне ҫулталӑкне 15 пин тоннӑран ытларах ӳстерме май парать. Халӗ тӑвакан чи пысӑк фермӑсен шутĕнче — Стерлитамак районӗнчи Южный ял ҫумӗнчи «Калинин» ҫӗнӗ сӗт комплексӗ. Вӑл 3,5 пин сӑвакан ӗне валли.
Правительствӑн вице-премьерӗ — ПР ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов палӑртнӑ тӑрӑх, ку Раҫҫейри чи пысӑк сӗт комплексӗсенчен пӗри пулӗ. Ӑна тунӑ чухне хальхи инженери йышӑнӑвӗсемпе усӑ курнӑ, тӗслӗхрен, кросс-вентиляци системипе тата пӳлӗмри микроклимата ҫулталӑкӗпех мониторинг тăвасси.
АПК объекчӗсене техника тата технологи тӗлӗшӗнчен ҫӗнетесси «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗпе технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри шутланать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби.