#наци проекчĕ
Пушкӑртстан ЗАГСӗсене ҫамрӑк мӑшӑрсем валли 40 пин «сывӑ» сертификат ҫитернӗ, вӗсене пула репродукци сывлӑхне тӳлевсӗрех хаклама пулать. Кун пирки регионти Сывлӑх сыхлав министерствин телеграм-каналӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Кунашкал сертификата ҫӗнӗ ҫынсене мӑшӑрланнине регистрациленӗ кун параҫҫӗ. Вӑл шутра профилактика тӗрӗслевӗ, икӗ тапхӑрпа диспансеризаци, RW, ВИЧ, В тата С гепатитсене тӗрӗслесси, акушер-гинеколог тухтӑрпа канашлани, чирсене тупса палӑртсан сывлӑха ҫирӗплетессине йӗркелесси, ҫавӑн пекех прегравидара хатӗрленине ирттересси, наци календарӗпе вакцинаци тӑвасси.
Пушкӑртстан Сывлӑх сыхлав министерствин пуҫлӑхӗ Айрат Рахматуллин палӑртнӑ тӑрӑх, ҫемье миссийӗ — ача ҫуратасси тата воспитани парасси. Ҫакна Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе пурнӑҫланакан «Ҫемье» тата «Вӑрӑм та активлă пурнӑҫ» ҫӗнӗ наци проекчӗсем тӗллев лартнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Пушкӑртстан Сывлӑх сыхлав министерствин телеграм-каналӗ.