#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри чи пысӑк ҫу экстракци предприятийӗсем 2025 ҫулхи ултӑ уйӑхра Китая 8,6 пин тонна тасатман хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ экспорта янӑ. Пӗлтӗр хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвне Пушкӑртран КНРа ӑсатман, пĕлтернĕ Раççей ял хуçалăх надзорĕн регионти пресс-службинче.
«Хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине ӳсентӑран ҫӑвӗ ҫине тирпейлемелли продукци, Китай енӗпе тунӑ договорпа килӗшӳллӗн, уйран пуҫласа юлашки продукци таранах производство тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ», - тесе палӑртнӑ надзор ведомствинче.
391 ятарлӑ чукун ҫул флекситанкӗсенче суйласа илнӗ пробӑсем, КНР тӗп таможня управленийӗ ыйтнипе, Раççей ял хуçалăх надзорне пӑхӑнакан Пушкӑрт сӑнав лабораторийӗнче тӗпчевсен комплексне иртнӗ.
Тӗпчев кӑтартӑвӗсем тӑрӑх хӑрушӑ организмсене тупса палӑртман. Пушкӑртстанран килнӗ хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ импортер ҫӗршыв ыйтнине тивӗҫтерет.
«Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх» наци тӗллевӗпе килӗшӳллӗн «Тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Раççей ял хуçалăх надзорĕн управленийӗн пресс-служби, архивран.