Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
14 Июлӗн 2025, 07:00

Пушкӑртстанри ял ҫыннисем ҫӗнӗ ФАПра пахалӑхлӑ медпулӑшу илме пуҫланӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанри ял ҫыннисем ҫӗнӗ ФАПра пахалӑхлӑ медпулӑшу илме пуҫланӑПушкӑртстанри ял ҫыннисем ҫӗнӗ ФАПра пахалӑхлӑ медпулӑшу илме пуҫланӑ
Пушкӑртстанри ял ҫыннисем ҫӗнӗ ФАПра пахалӑхлӑ медпулӑшу илме пуҫланӑ

#наци проекчĕ

Кугарчă районӗнчи Нижнесапашево ялӗнче пурӑнакансем уйӑх каялла уҫӑлнӑ çӗнӗ ФАПра пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ илме пуҫланӑ. Модульлӗ ФАП вырнаҫтарма «Вӑрӑм та активлă пурнӑҫ» нацпроекта пурнӑҫа кӗртнипе май килнӗ. Уҫӑлнӑранпа унта 200 ытла çын пулнă.

Ҫӗнӗ ФАПа хальхи требованисемпе тата стандартсемпе килӗшӳллӗн вырнаҫтарнӑ. Ăна халӑха пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ пама тата персоналӑн хӑтлӑ ӗҫне тума кирлӗ япаласемпе тивӗҫтернӗ, тесе палӑртнă Пушкӑртстанри Сывлӑх сыхлав министерствинче. Кунта фельдшер кабинечӗ, смотровой, процедура пӳлӗмӗ, пациентсем валли кӗтмелли пӳлӗм, санузел, персонал валли пӳлӗмсем, медикаментсемпе тасатмалли хатӗрсем упрамалли пÿлĕм. Ҫӗнӗ ФАП Нижнесапашево тата Валитово ялӗсенчи халӑха пӑхса тӑрать. Пӗтӗмӗшле 350 яхӑн ҫын, вӗсенчен 77 ача.

«Цифра ФАПĕ» проекта пула Нижнесапашево тата Валитово ҫыннисене халӗ цифра медицина пулӑшӑвӗ пама май пур.

«Вӑрӑм та активлă пурнӑҫ» нацпроектӑн тӗп тӗллевӗ — граждансен вӑрӑм ӗмӗрӗн ҫӗнӗ кӑтартӑвӗсене пурнӑҫласси.

Нацпроект пулӑшнипе медицина учрежденийӗсем ҫӗнелеҫҫӗ, реабилитаци тытӑмӗ лайӑхланать, наци тӗпчев центрӗсен тытӑмӗ аталанать, сывлӑх сыхлавне цифрӑлас ӗҫ пырать. Ҫӗнетнӗ нацпроектсене РФ Президенчӗ Владимир Путин йышӑнӑвӗпе 2025 ҫултанпа пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-07-13/zhiteli-sela-v-bashkirii-nachali-poluchat-kachestvennuyu-medpomosch-v-novom-fape-4312104

 

 

 

 

 

Пушкӑртстанри ял ҫыннисем ҫӗнӗ ФАПра пахалӑхлӑ медпулӑшу илме пуҫланӑ
Пушкӑртстанри ял ҫыннисем ҫӗнӗ ФАПра пахалӑхлӑ медпулӑшу илме пуҫланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас