

#наци проекчĕ
Пӗчӗк тата вӑтам бизнес субъекчӗсен шучӗ 140 пине ҫывхарать.
ФНС ҫӗнетнӗ даннӑйӗсем тӑрӑх, пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсен Пӗрлехи реестрӗнче июлӗн 10-мӗшӗ тӗлне Пушкӑртстанран 138,9 пин субъект пулнӑ. 2024 ҫулхи июлĕн 10-мӗшӗпе танлаштарсан, вӗсен йышӗ 5% ӳснӗ, пӗлтернӗ ПР Туризмпа предпринимательлӗх министерствинче.
Республикӑра ӳсӗм хӑвӑртлӑхӗ Раҫҫейӗпе (3,2 %) те, ПФОпа (3,9%) та вӑтам кӑтартусенчен пысӑкрах пулнине палӑртнă ведомство пуҫлӑхӗ Зухра Гордиенко.
Ҫак ӳсӗмӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ факторӗ – «Эффективлӑ тата конкурентлӑ экономика» наци проектне пурнӑҫлани: регионта пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшмалли экосистемӑна туса хунӑ тата малалла аталанса пырать, вӑл унта ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене, пулӑшу институчӗсене тата общество организацийӗсене кӗртет.