Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
16 Июлӗн 2025, 06:30

Уфа район пуҫлӑхӗ 18-мӗш шкула юсас ӗҫ мӗнле пынине кӑтартнӑ

#наци проекчĕ

Уфа район пуҫлӑхӗ 18-мӗш шкула юсас ӗҫ мӗнле пынине кӑтартнӑУфа район пуҫлӑхӗ 18-мӗш шкула юсас ӗҫ мӗнле пынине кӑтартнӑ
Уфа район пуҫлӑхӗ 18-мӗш шкула юсас ӗҫ мӗнле пынине кӑтартнӑ

 

#наци проекчĕ

Ҫурта тата инженери сечӗсене «Ҫамрӑксемпе ачасем» нацпроект шайӗнче ҫӗнетеҫҫӗ.

Мубаряков урамӗнчи шкул ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр пулмалла, — аса илтернӗ Уфари Киров район администраци пуҫлӑхӗ Илвир Нурдавлятов. 1982 ҫулта тунӑ ҫуртра ӗҫсем апрельте пуҫланнӑ.

«Пӳлӗмсенче хӑтлав малалла пырать, пур юсав ӗҫне те пĕр харăс туса пыраҫҫӗ, ĕçсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Пӳрт тӑррине юсаса пӗтернӗ, отмосток тума тытӑннӑ. Территорире чупмалли ҫул сарчӗҫ, лаптӑк витӗмне юсарӗҫ, — каласа кӑтартнă вӑл. — Юсав вӑхӑтлă тата тивӗҫлӗ пахалӑхпа вӗҫлентӗр тесе пӗтӗм вӑя хурӑпӑр».

Патшалӑх туянӑвӗн докуменчӗсемпе килӗшӳллӗн, ҫурта юсама 70,2 млн тенкӗлӗх контракт тунӑ, электроснабжени системине — 9,98 млн тенкӗлӗх, пушара хирӗҫле тытӑма — 3,12 млн тенкӗлӗх.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Илвир Нурдавлятовӑн соцсечӗсем.

 

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-07-15/glava-rayona-ufy-pokazal-hod-remonta-shkoly-18-4314092

 

 

 

Уфа район пуҫлӑхӗ 18-мӗш шкула юсас ӗҫ мӗнле пынине кӑтартнӑ
Уфа район пуҫлӑхӗ 18-мӗш шкула юсас ӗҫ мӗнле пынине кӑтартнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас