#наци проекчĕ
Пушкӑрт АПК историйӗнче 67,5 тонна таякан ыраш ҫӑнӑхӗн партине Давлекан районӗнчи предприяти Монголие ӑсатнӑ. Кун пирки Раççей ял хуçалăх надзорӑн регионти управленийӗнче пӗлтернӗ.
Суйласа илнӗ ҫӑнӑх тӗслӗхӗсем Раççей ял хуçалăх надзорне пӑхӑнакан Пушкӑрт сӑнав лабораторийӗнче лаборатори экспертизи витӗр тухнӑ.
«Энтомологипе гербологи экспертизисен кӑтартӑвӗсемпе хӑрушӑ карантин организмӗсене тата тырӑ запасӗсен сӑтӑрҫисене тупса палӑртман. Пушкӑрт ҫӑнӑхӗ импортер ҫӗршыв ыйтнине туллин тивӗҫтерет. Продукцие Монголие ӑсатнӑ», - палӑртнӑ надзор ведомствин хыпарӗнче.
«Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх» наци тӗллевӗпе килӗшӳллӗн «Тĕнчери коопераципе экспорт» наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Раççей ял хуçалăх надзорĕн управленийӗн пресс-служби, архивран.