

#наци проекчĕ
Кӑҫал Анновкӑпа Кальшали хушшинчи 4,5 ҫухрӑм тӑршшӗ лаптӑка юсӗҫ.
Муниципалитетсем хушшинчи Пелепей — Николаевка — Туймазӑ — Бакалă трассин юсăнакан участокӗнче кивӗ асфальта хывса ҫӗннине сарма тытӑннӑ. Ӗҫсене «Пурнӑҫ валли инфраструктура» нацпроект шайӗнче финансланӑ. Унсӑр пуҫне ҫак трасса ҫинче ҫуркунне шӑтӑк-путӑксене юсанă.
4,5 ҫухрӑм тӑршшӗ участок Пелепей районӗнчи Анновка тата Туймазӑ районӗнчи Кальшали поселокӗсем хушшинче иртет. Пӗтӗмпе юсав кунта ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле пӗтет. Подрядчик тата ҫул хӗррисене ҫирӗплетӗ, паллӑсем тӑвӗ. Контракта «Орион плюс» СК ООО выляса илнӗ, хакӗ 135,11 млн тенкӗпе танлашнӑ.
«Ку участок Пушкӑртстанӑн ҫул-йӗр тӗрев серепине кӗрет, темиҫе района ҫыхӑнтарать. Унта талӑкне 3 пине яхӑн автомобиль иртсе каять. Ку енӗпе Кандрыкуль кӳлли вырнаҫнӑ, унта республикӑра пурӑнакансем тата хӑнасем канма юратаҫҫӗ. Лайӑх ҫулпа ҫул ҫӳревсем хӑрушсӑртарах та хӑтлӑрах пулӗҫ", — тесе ӑнлантарнă Пушкӑртстан Транспорт министерствин пуҫлӑхӗ Любовь Минакова.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Транспорт министерстви.