Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
24 Июлӗн 2025, 05:26

Пушкӑртстанра 5 пин ытла гектар ҫамрӑк вӑрман лартнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра  5 пин ытла гектар ҫамрӑк вӑрман лартнӑПушкӑртстанра  5 пин ытла гектар ҫамрӑк вӑрман лартнӑ
Пушкӑртстанра 5 пин ытла гектар ҫамрӑк вӑрман лартнӑ
#наци проекчĕ
Пушкӑртстан правительствинче «Экологи ырлӑхӗ» наци проекчӗн «Вӑрмансене упрасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ирттерекен ҫурхи вӑрман культурин ӗҫӗсен пӗтӗмлетӗвӗсене сӳтсе явнă.
2019 ҫултанпа республикӑра 93 пин гектар ытла вӑрмана юсама, вӑрманпа пушар тата вӑрман хуҫалӑх техникин паркне самай ҫӗнетме май килнӗ. Паянхи кун тӗлне регионти вӑрманпа пушар йӗркеленӗвӗсен хатӗрлӗхне 100 процента ҫитернӗ.
 
Кӑҫал ҫуркунне кӑна вӑрмансене юсас тата вӑрман ӗрчетес ӗҫсене 5,5 пин гектар лаптӑк ҫинче ирттернӗ, ҫакӑ палӑртнинчен 15 процент нумайрах. Вӗсенчен алӑпа е механизациленӗ майпа 5,1 пине яхӑн гектар вӑрман культури лартнӑ. Ҫав хушӑрах чи нумай ҫамрӑк вӑрмана Белорецк, Учалă, Зилаир тата Баймак районӗсенче лартнӑ. Шӑпах Пушкӑртстанри ҫак районсенче вӑрман вӑйлӑ хатӗрлеҫҫӗ.
 
Республикӑра лартмалли паха материал илессине уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫанталӑк условийӗсенчен килес мар тесе вӑрман хуҫалӑхӗсем тымар системине хупнӑ лартмалли материал ӳстермешкӗн 66 теплица тунӑ. Унсӑр пуҫне регионта уҫӑ ҫӗрти 65 вӑрман питомникӗ шутланать. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫулсерен хуҫалӑхпа хаклӑ йышши тӗп ӑратсен 50 млн яхӑн хунавĕ ҫитӗнет. Вӗсенчен 3,5 млн штук - хупӑ тымарлӑ.
 
Лартмалли материалпа тивӗҫтерме 2025 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче вӑрман ӳсентӑранӗсен 1950 кг вӑрлӑхне е ҫулталӑк планĕнчен 89 процентне хатӗрленӗ.
 
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстанри Вӑрман хуҫалӑх министерствин пресс-служби, архив сӑнӳкерчӗкĕ.
 
 

 

Пушкӑртстанра  5 пин ытла гектар ҫамрӑк вӑрман лартнӑ
Пушкӑртстанра 5 пин ытла гектар ҫамрӑк вӑрман лартнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас