Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
25 Июлӗн 2025, 05:21

Пишпÿлек районӗнче наци проекчӗ пулӑшнипе çĕнĕ шыв пӑрӑхӗ тунӑ

#наци проекчĕ

Пишпÿлек районӗнче наци проекчӗ пулӑшнипе çĕнĕ шыв пӑрӑхӗ тунӑПишпÿлек районӗнче наци проекчӗ пулӑшнипе çĕнĕ шыв пӑрӑхӗ тунӑ
Пишпÿлек районӗнче наци проекчӗ пулӑшнипе çĕнĕ шыв пӑрӑхӗ тунӑ
#наци проекчĕ
Шыв пӑрӑхне «Пурнӑҫ валли инфраструктура» наци проекчӗн «Коммуналлӑ инфратытӑма çӗнетесси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӗпрен юсанӑ. Ку - республикӑра строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ 2025 ҫулхи пӗрремӗш объект.
«Ӗҫсене пурнӑҫланӑ май ЖКХ ӗҫ-хӗлне тивӗҫтерекен управлени представителӗсем лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑнӑ», - палӑртнă Голованова.
Подрядчик хӑйӗн обязательствисене мӗнле пурнӑҫланине тӗплӗ хакланӑ, чӑннипе туса ирттернӗ ӗҫсене проект докуменчӗсемпе тата ӗҫ тумалли графикпа танлаштарнӑ. Трубасене вырнаҫтарас технологисене пӑхӑнассине, шӑратса сыпас ӗҫсен пахалӑхне, хывмалли тарӑнлӑха уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.
«Кивелнӗ шыв пӑрӑхне тӗпрен юсани — Пишпÿлек ҫыннисемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Проекта пурнӑҫа кӗртни яла шыв кӗртессин шанчӑклӑхне тата пӗр чӑрмавсӑрлӑхне ӳстерме май парӗ, сетьсенчи авариллӗ лару-тӑру шутне чакарӗ. Малашлӑхра  — кивӗ пӑрӑхсем сиенленнипе иккӗмӗшле вараланассине ирттерсе ӗҫмелли шыв пахалӑхне лайӑхлатмалла.
Пӗтӗмӗшле республикипе калас пулсан, проект шайӗнче 2025 ҫулта виҫӗ объект туса 20 объекта, ҫав шутра шывпа тивӗҫтермелли 16 лаптӑка, ӑшӑпа тивӗҫтермелли виҫӗ объекта тата шыва юхтарса кӑлармалли пӗр объекта тӗпрен юсама шутлатпӑр», — пӗтӗмлетнӗ Пушкӑртстан ЖКХ министрӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Ирина Голованован телеграм-каналӗ.
 
 
Пишпÿлек районӗнче наци проекчӗ пулӑшнипе çĕнĕ шыв пӑрӑхӗ тунӑ
Пишпÿлек районӗнче наци проекчӗ пулӑшнипе çĕнĕ шыв пӑрӑхӗ тунӑ
Пишпÿлек районӗнче наци проекчӗ пулӑшнипе çĕнĕ шыв пӑрӑхӗ тунӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас