

#наци проекчĕ
Пелепей районӗнче Аксеново — Аксаково — Пелепей ҫулӗн 1,5 километрне юсанӑ тесе пӗлтернӗ Пушкӑртстан транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерствин пресс-службинче.
Надеждино ялӗнчи Центральная урамри ҫул лаптӑкне «Пурнӑҫ валли инфраструктура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юсаҫҫӗ. Рабочисем кивӗ сие фрезерациленӗ, тикӗслекен сий тата асфальт-бетон сарнӑ, ҫавӑн пекех ҫул хӗррисене ҫирӗплетнӗ. Ҫитес вӑхӑтра ҫул-йӗре паллӑ тума палӑртнӑ.
Надеждинора халӑх йышӗ 700 ҫынран иртет. Ҫак авалхи ялта Аксаковсен ҫемйин ҫурт-музейӗ вырнаҫнӑ, вӑл культура палӑкӗ шутланать.
«Ҫак ҫул участокне юсани вырӑнти ҫынсемпе туристсене валли хӑрушлӑхсӑр тата хӑтлӑ ҫул туса парӗ», — тесе палӑртнӑ регионти Транспорт министерствин пуҫлӑхӗ Любовь Минакова.
Асӑннӑ участокри мӗнпур ӗҫе 2025 ҫулта вӗҫлеме палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан Транспорт министерствин пресс-служби.