#наци проекчĕ
Ку ҫуртсем 70-40 ҫулсенче тунисем, вӗсенче 3,2 пин ытла вӗренекен вĕренет. Шкулсем сентябрĕн 1-мӗшӗ тӗлне хатӗр пуласса кӗтеҫҫӗ.
Салаватра ҫулталӑк ӗнтӗ тӑватӑ шкулӑн кивӗ ҫурчӗсем юсавра. Вӗсенче пуринче те тӗп юсав «Шкул вӗренӳ системисене çӗнетесси» федераци программине кӗртнипе пӗрремӗш хут иртет.
1954 ҫулта туса лартнӑ 1-мӗш гимназие юсама 111 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Уйрӑмах кунта коммуналлӑ инфраструктура системисем - канализаци, хутса ӑшӑтмалли - кивелнӗ.
4-мӗш шкула пысӑк ҫӗнетӳ кӗтет - 40 ҫултан иртнӗ ҫурта юсама 114 млн тенке яхӑн уйӑрнӑ.
2-мӗш кадет шкулӗн ҫурчӗ 66 ҫулта. Ӑна тĕп юсав тума 105 млн тенкӗ илнӗ.
7-мӗш музыка шкулӗн пӳлӗмӗсене 60 ҫула яхӑн (1967 ҫулта тунӑ), ӑна ҫӗнетме 115 млн тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫавӑн пекех Салаватра ӳнер шкулне юсаҫҫӗ. Ӑна юсама «Ҫемье» наци проекчӗн «Ҫемье хаклӑхӗсем тата культура инфратытӑмӗ» федераци проекчӗ укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ.