

#наци проекчĕ
Муниципалитетсем хушшинчи ҫул тӑватӑ района ҫыхӑнтарать, виҫӗ федераллӑ трасса ҫине кӑларать.
Чекмагуш районӗнчи Каргалы ялӗ ҫывӑхӗнче «Пурнӑҫ валли инфраструктура» нацпроект шайӗнче Буздяк-Чекмагуш-Дюртюли ҫулӑн 1,5 километрлӑ участокне юсаса пӗтернӗ.
Кӑҫал ҫак ҫул ҫинче пурӗ 19 ҫухрӑм тӑршшӗ сакăр лаптӑка юсама палӑртнӑ. Контрактсен условийӗсемпе ӗҫ вӗҫленессе ҫулталӑк вӗҫлениччен кӗтеҫҫӗ.
Муниципалитетсем хушшинчи ҫул Благовар, Буздяк, Чекмагуш, Дюртюли районӗсенче пурӑнакансем валли транспорт ҫыхӑнӑвне тивӗҫтерет. Унсӑр пуҫне ку ҫулпа М-5 «Урал» тата Р-240 Уфа – Оренбург федераллӑ трассӑсене, М-12 «Восток» ҫула ҫитме пулать. Кунта талӑкри трафик 3,6 пине яхӑн автомобильпе танлашать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Транспорт министерстви.