Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Наци проекчĕсем
13 Августӑн 2025, 06:02

Раҫҫей выльӑх-чӗрлӗх ĕрчетекенĕсене геном селекцийӗн тӑкакӗсене саплаштарӗҫ

#наци проекчĕ

Раҫҫей выльӑх-чӗрлӗх ĕрчетекенĕсене геном селекцийӗн тӑкакӗсене саплаштарӗҫРаҫҫей выльӑх-чӗрлӗх ĕрчетекенĕсене геном селекцийӗн тӑкакӗсене саплаштарӗҫ
Раҫҫей выльӑх-чӗрлӗх ĕрчетекенĕсене геном селекцийӗн тӑкакӗсене саплаштарӗҫ
#наци проекчĕ
Мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн молекулӑпа генетика тӗпчевӗсене ирттермелли тӑкаксен 70 проценчӗ таран саплаштарӗç.
Раҫҫей агрофермисен геном селекцине аталантарас тӑкакӗсене саплаштарма федераци бюджетӗнче 500 млн тенкӗ укҫа хывнӑ тесе пӗлтернӗ РФ правительствинчи канашлура Дмитрий Патрушев вице-премьер.
Вӑл шутланӑ тӑрӑх, кӑҫал 400 яхӑн заявлени паракан пулӑшу илме пултарассине, вӗсем 110 пин чӗрчуна экспертиза ирттерессине ӑнлантарнă. Тӗпчевсем выльӑх-чӗрлӗхӗн усӑллӑ тухӑҫлӑ пахалӑхӗсене хӑвӑртрах тупса ҫирӗплетме пулӑшмалла.
Малашне ҫак ҫул-йӗре пулӑшас калӑпӑша ӳстерме палӑртнӑ, тенӗ вице-премьер. Ӗҫ «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» нацпроект шайӗнче пырать.
Укҫа-тенке регион бюджечӗсене парӗҫ тата «Электронлӑ бюджет» патшалӑх информаци системи пулӑшнипе пайлӗҫ, тесе палӑртнă кабинет пресс-службинче.
 
 
Раҫҫей выльӑх-чӗрлӗх ĕрчетекенĕсене геном селекцийӗн тӑкакӗсене саплаштарӗҫ
Раҫҫей выльӑх-чӗрлӗх ĕрчетекенĕсене геном селекцийӗн тӑкакӗсене саплаштарӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас