#наци проекчĕ
Регион ҫулне «Пурнӑҫ валли инфраструктура» нацпроектпа ҫӗнетӗҫ.
Пушкӑртстанри Салават районӗнче ҫул-йӗрҫӗсем Мещегарово – Турнали – Мурсалимкино ҫула ҫӗнетеҫҫӗ. Кун пирки республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Любовь Минакова хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.
«Ку Салават районӗнчи Еланыш ялӗн Центральная урамӗ витӗр иртекен регион пелтерĕшлĕ ҫул. Кунта ялти шкул вырнаҫнӑ, унта 100 яхӑн ача вӗренет. Ҫамрӑк ҫуран ҫӳрекенсем вӗренӳ заведенине хӑрушлӑхсӑр та канлӗ ҫитме пултарччӑр тесе рабочисем асфальт сарнӑ ӗнтӗ, ҫуран ҫӳремелли ҫулсене майлаштараҫҫӗ.
Маларах вӗсем ҫуртсен ҫывӑхне шыв кӗртмелли пӑрӑхсем тата ҫутӑ юписем вырнаҫтарнӑ. Шкул ҫывӑхӗнче ҫӗнӗ картасем, çул паллисем, чарӑнусем тата паллӑсем пулӗҫ. Ҫак мерӑсем ҫул-йӗре хутшӑнакансене пурне те, уйрӑмах ачасене, хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерӗҫ», – палӑртнă Минакова.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Любовь Минакова, телеграм-канал.