#наци проекчĕ
Бирскра пурӑнакан Светлана Попова «Ҫемье» наци проекчӗ шайӗнче килти ҫурма фабрикатсем хатӗрлекен бизнесне аталантарма 350 пин тенкӗ патшалӑх пулӑшӑвӗ илнӗ.
Социаллӑ контракт Светланӑна цеха анлӑлатма, кирлӗ оборудовани: холодильник, морозильник, аш арманӗ, электроплита, чуста ҫӑрмалли хатӗр туянма май панӑ, çакă продукци ассортиментне анлӑлатма пулӑшнӑ.
Пушкӑртстанри ҫемье, ӗҫ тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан министр Ленара Иванова, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра пурӑнакансен бизнес-пуҫарӑвӗсене 265 млн ытла тенкӗлӗх ырланине палӑртнă. «Ҫемье» нацпроект шайӗнче 827 ҫын хӑйӗн бизнесне уҫнӑ е пысӑклатнӑ. Кӑҫал тӗрлӗ енӗпе пурӗ 3 пин ытла контракт тунӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР правительстви.