Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Наци проекчĕсем
22 Августӑн 2025, 05:52

Пишпÿлекри тĕп больница ку чухнехи функционаллӑ автомобиль илнӗ

#наци проекчĕ

Пишпÿлекри тĕп больница ку чухнехи функционаллӑ автомобиль илнӗПишпÿлекри тĕп больница ку чухнехи функционаллӑ автомобиль илнӗ
Пишпÿлекри тĕп больница ку чухнехи функционаллӑ автомобиль илнӗ
 
#наци проекчĕ
«Вӑрӑм та активлă пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Пишпÿлек районӗн тӗп больницин автопаркӗ LADA LARGUS ҫӗнӗ автомобильпе пуянланнă.
Автомобиль выртакан чирлисене медработниксемпе пӗрле хӑвӑрт турттарма, ҫавӑн пекех тӑватӑ ҫын таран турттарма пултарать. Хӑтлӑха трансформацилекен салон шучӗпе тивӗҫтереҫҫӗ: хыҫалти ларкӑчсем хутланаҫҫӗ, медоборудованисемпе наçилкӑсем валли вырӑн пушатаҫҫӗ. Салонра хӑрушлӑхсӑр турттарма кирлӗ пур элемента та пӑхса хӑварнӑ: ачасем валли хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсем, ятарлӑ йышӑну хатӗрӗ, наҫилккапа сывлӑша дезинфекцилемелли  рециркулятор.
Пишпÿлек районĕн тĕп больницин тĕп врачĕ Марат Абдуллин  палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ япала туянни районти аякри ялсенче пурӑнакансене медпулӑшу памалли майсемпе хӑвӑртлӑха ӳстерме май парать. Автомобиль больница ӗҫне хастар хутшӑннӑ ӗнтӗ.
 
 

 

Пишпÿлекри тĕп больница ку чухнехи функционаллӑ автомобиль илнӗ
Пишпÿлекри тĕп больница ку чухнехи функционаллӑ автомобиль илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас