#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра Шуратӑл юханшывӗн юпписем 50 пин ҫтерлӗ пулӑпа пуянланнӑ. Пулла Саратов облаҫӗнчен илсе килсе Бураево ялӗ патӗнчи шыва ӑнӑҫлӑ янӑ.
Пулăсене шыва ямалли мероприяти Росрыболовствӑн Атӑлпа Кама территори управленийӗн, «Главрыбвод» ФГБУ Кама-Уралти филиалӗн тата Пушкӑртстан Республикин ҫут ҫанталӑкпа усӑ курассипе экологи министерствин специалисчӗсен ҫирӗп тӗрӗслевӗпе иртнӗ.
Пушкӑртстан Экологи министерствин тӗп специалист-эксперчӗ Евгений Глинкин пулӑ тытмалли, турттармалли тата адаптацилемелли процедура кӑткӑслӑхне палӑртнӑ. Вӑл асӑннӑ шыв-шур лайӑх апат базине тата лайӑх условисене пула ҫтерлӗ ӳсме тата ӗрчеме питӗ лайӑх пулнине те палӑртса хӑварнӑ.
Шыв биоресурсӗсене юсассине «Автодор» компани «Экологи ырлӑхӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн финансланӑ, тавралӑха унччен сиен кӳнӗшӗн компенсаци мери шутланать.
Çăлкуç, сăнÿкерчĕкĕ: ПР Минэкологи.