Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
9 Сентябрӗн 2025, 05:10

Ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг Пушкӑртстанра бизнеса ӳсме пулӑшать

#наци проекчĕ

Ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг Пушкӑртстанра бизнеса ӳсме пулӑшатьҪӑмӑллӑхлӑ лизинг Пушкӑртстанра бизнеса ӳсме пулӑшать
Ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг Пушкӑртстанра бизнеса ӳсме пулӑшать

#наци проекчĕ

Стерлитамакри Дмитрий Дементьев уйрӑм предприниматель Пушкӑрт Республикинчи регионти лизинг компанийӗнчен укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу илнӗ. 1,9 млн тенкӗлӗх укҫа-тенке çăк автомобилĕ туянма янӑ тесе пӗлтерет ПР правительствин пресс-центрӗ.

Ҫӗнӗ транспорт пулӑшнипе предприниматель турттаракан продукци калӑпӑшне ӳстерме палӑртать, ҫакӑ, прогнозсем тӑрӑх, унӑн предприятийӗн тупӑшне 50% ӳстерме май парать. Асӑннӑ лизинг пулӑшӑвне «Эффективлӑ тата конкурентлӑ экономика» наци проекчӗ шайӗнче панӑ.

ПР предпринимательствӑпа туризм министрӗ Светлана Верещагина ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг программипе ҫӗнӗ транспорт туянни патшалӑх пулӑшӑвӗн тухӑҫлӑ мери пулнине палӑртнӑ. Кун пек инструмент бизнеса укҫа-тенкӗ тиевне чакарма пулӑшнине, вӑл ӳсме, аталанма ытларах майсем уҫнине ӑнлантарнă вӑл.

Дмитрий Дементьев ятарлӑ лавккасенче ҫӑкӑр, ҫӑкӑр-булка тата кондитер изделийӗсемпе ваккӑн суту-илӳ тӑвать. Унччен ун пулнӑ транспорт турттару калӑпӑшне пурнăçлайман, ҫавӑнпа предприниматель пысӑкрах транспорт хатӗрӗ туянма йышӑннӑ. Лизинг компанийӗ пулӑшнипе вӑл ҫак плана пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: pravitelstvorb.ru сайтран.

https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2025-09-08/lgotnyy-lizing-sposobstvuet-rostu-biznesa-v-bashkortostane-4379529

 

 

 

 

 

 

Ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг Пушкӑртстанра бизнеса ӳсме пулӑшать
Ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг Пушкӑртстанра бизнеса ӳсме пулӑшать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас