

#наци проекчĕ
Пушкӑрт авиакомпанийӗ пӗрремӗш ТВС-2МС самолет туяннӑ. Ку вӑл хальхи турбовинтлӑ двигательлӗ легендарлӑ Ан-2.
Уфана ТВС-2МС пӗрремӗш транспортпа пассажир самолечӗ ҫитнӗ. Туризм министерствинче ăнлантарнă тăрăх, Пи Эм Ай Аэро дистрибьюторӑн, «Лайт Эйр» авиакомпанийӗн (2013 ҫулччен — «Уфимские авиалинии») тата Пушкӑртстанри регионти лизинг компанийӗн «Эффективлӑ тата конкурентлӑ экономика» нацпроект шайӗнче тивӗҫтернӗ. Самолет хакӗ, уҫӑ даннӑйсем тӑрӑх, 200 млн тенке яхӑн. Унта 12 пассажир вырӑнӗ, унсӑр пуҫне унпа çăк турттарма палӑртнӑ.
ТВС-2МС хальхи турбовинтлӑ двигатель илнӗ легендарлӑ Ан-2 модернизацийӗ.
Предпринимательство министерствинче ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ самолетпа республикӑри ҫитме йывӑр районӗсене ҫӳрекен рейссенче усӑ курма палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР транспорт министерстви.