

#наци проекчĕ
Аургазă районӗнчи Толбазӑ — Красноусольск ҫул ҫинче Узян шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере тӗпрен юсанӑ. Кун пирки Пушкӑртстан Транспорт министерстви хыпарлать. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, объектра 39 погонлӑ метр тӑршшӗ тимӗр-бетон конструкцие ҫӗнетнӗ.
Тӗп ӗҫсемсӗр пуҫне подрядчиксем кунта ҫӗнӗ асфальтобетон сарнӑ, шыв юхтармалли сооруженисем майлаштарнӑ, деформаци ҫӗввисене вырнаҫтарнӑ, тутăха хирӗҫ ӗҫ пурнӑҫланӑ тата карлӑклӑ чӑрмавсем вырнаҫтарнӑ.
«Толбазӑ — Красноусольск ҫулӗ туристсен паллӑ вырӑнӗ шутланать. Вӑл çав курортпа Красноусольский ялӗ патне, çавӑн пекех Пушкӑртстан тулашӗнче те паллă, сиплӗ те сӑваплӑ ҫӑлкуҫсем патне илсе ҫитерет. Унсӑр пуҫне кӗпер Аургазă тата Гафури районӗсенчи нумай ялсенче пурӑнакансемшӗн те пӗлтерӗшлӗ. Кунта трафик талӑкне 3 пин ытла автомобиле ҫитет, ҫавӑнпа та асӑннӑ кӗпере нормативлӑ лару-тӑрӑва кӗртни пӗлтерӗшлӗ пулнӑ», — каласа кӑтартнă ПР Транспорт министерствин пуҫлӑхӗ Любовь Минакова.
Тĕп юсав «Пурнӑҫ валли инфраструктура» нацпроект шайӗнче пулнӑ. 2025 ҫулта республика территорийӗнче Пушкӑртстанри тӗрлӗ хулапа районта пурӗ 11 кӗпере ҫӗнетӗҫ.