

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра сентябрӗн 26-мӗшӗччен аслӑ ӳсӗмри граждансен предприниматель хӑватне аталантарма палӑртнӑ «Серебряный старт» федераллӑ программӑна хутшӑнма заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ.
Республика правительствин пресс-центрӗнче ӑнлантарнӑ тӑрӑх, проект «Эффективлӑ тата конкурентлӑ экономика» нацпроект шайӗнче пурнӑҫланать. Унта хутшӑнакансене комплекслӑ пулӑшу пама шантараҫҫӗ, ҫав шутра вӗренӳ модулӗсем тата бизнес-идейӑсене грантпа укҫа-тенкӗ уйӑрмалла.
Пушкӑртстанри предпринимательствӑпа туризм министрӗ Светлана Верещагина аслӑ ӑрусен опычӗ регион ӳсӗмӗшӗн хаклӑ ресурс пулнине палӑртнă. Программӑна тата патшалӑх пулӑшӑвне пула аслӑ ӳсӗмри ҫынсем хӑйсен професси опычӗпе ӑнӑҫлӑ бизнес йӗркелеме усӑ курма пултарассине хушса каланӑ вӑл.
Программӑна октябрӗн 8-мӗшӗнче старт пама палӑртнӑ. Октябрӗн 17-мӗшӗччен тӑсӑлакан вӗрентĕве предпринимательлӗх, цифра пӗлӗвӗн тата финанс хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсен модулӗсене кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех хутшӑнакансем валли опытлӑ вӗрентекенсемпе консультацисем йӗркелеҫҫӗ.
Программа проектсене хӳтӗлессипе вӗҫленӗ. Чи ҫутӑ та тӗплӗ пуҫару авторӗ хӑйӗн ӗҫне аталантарма 150 пин тенкӗ грант илӗ.
Хутшӑнма серебряныйстарт.рф сайтра заявка тултармалла. Тӗплӗ информацие «Манӑн бизнес» центрӑн «хӗрӳ лини» телефонӗпе илме пулать: 8 (347) 224-99-99 (доб. 540).
Сӑнӳкерчӗкĕ: pravitelstvorb.ru сайтран.