Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
18 Сентябрӗн 2025, 06:56

Пушкӑртран Китая рапс ҫӑвĕн экспорчĕ икӗ хут ӳснӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртран Китая рапс ҫӑвĕн экспорчĕ икӗ хут ӳснӗПушкӑртран Китая рапс ҫӑвĕн экспорчĕ икӗ хут ӳснӗ
Пушкӑртран Китая рапс ҫӑвĕн экспорчĕ икӗ хут ӳснӗ
#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2025 ҫул пуҫланнӑранпа Китая 10 пин тонна ытла рапс ҫӑвӗ экспорта янӑ. Ку кӑтарту пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрти калӑпӑшсенчен икӗ хут пысӑкрах.
Агропромышленноҫ комплексӗн продукцийӗн экспорчӗ ӳсесси «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗн йышне кӗрекен «АПК экспорчӗ» регион проекчӗн тӗллевӗсенчен пӗри шутланать.
2025 ҫулхи малтанхи сакӑр уйӑхра Раççей ял хуçалăх надзор управленийӗ 470 ытла фитосанитари сертификачӗ панӑ. Продукцин пур тӗслӗхӗ те кирлӗ лаборатори тӗпчевӗсем иртнĕ, вӗсенче хӑрушӑ организмсене палӑртман.
Рапс - апат-ҫимӗҫ, фармацевтика тата косметика промышленноҫӗнче, ҫавӑн пекех биодизель тума усӑ куракан пысӑк маржиналлӑ культура.
 
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Раççей ял хуçалăх надзор управленийӗ.
 
 
Пушкӑртран Китая рапс ҫӑвĕн экспорчĕ икӗ хут ӳснӗ
Пушкӑртран Китая рапс ҫӑвĕн экспорчĕ икӗ хут ӳснӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас