Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
24 Сентябрӗн 2025, 05:34

Пушкӑрт хулинче наци проекчӗпе пӗвене хӑтлӑлатӗҫ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт хулинче наци проекчӗпе пӗвене хӑтлӑлатӗҫПушкӑрт хулинче наци проекчӗпе пӗвене хӑтлӑлатӗҫ
Пушкӑрт хулинче наци проекчӗпе пӗвене хӑтлӑлатӗҫ

#наци проекчĕ

2025 ҫулта Кумертау хулинче «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» нацпроектӑн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» федераци программипе кивӗ пӗвере тирпей-илем кӗртессин пӗрремӗш тапхӑрӗ иртет. Кун пирки Пушкӑртстанри ЖКХ министерстви пӗлтерет.

Улшӑнусем хӗвелтухӑҫ ҫыранӗнче пуҫланнă, ҫитес ҫул вара анӑҫ ҫыранӗ улшӑнӗ.

Чи малтан ҫуран ҫӳрекенсем валли тротуарсем сарнӑ, ҫыран хӗррипе тата кӗпер ҫинче электричество юписем вырнаҫтарнӑ, ҫутӑ системине вырнаҫтарнӑ, пляж зонине георешеткепе ҫирӗплетнӗ, вӗтӗ хӑйӑрпа витнӗ. Ҫыран хӗрринче модульлӗ хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсем, тенкелсем, урнӑсем тата ҫӳп-ҫап контейнерӗсем вырнаçнă. Ҫӑлкуҫ патне пымалли ҫула бетонран тунӑ газон решеткипе сарнӑ. Анчах пӗвери чи илӗртӳллӗ ҫӗнӗлӗх илемлӗ фонтан пулчӗ — ун валли укҫа-тенке Кумертау хулин ыр кӑмӑллӑх фончӗ уйӑрнӑ. Фонтан ирхи 10 сехетрен пуҫласа каҫхи 12-ччен ӗҫлет, каҫхи вӑхӑтра асамат кӗперӗн пур тӗсӗпе те ҫуталать. Октябрӗн 30-мӗшӗччен подряд организацийӗн кӑҫалхи объекта тирпей-илем кӗртессипе палӑртнӑ мӗнпур ӗҫе вӗҫлемелле.

Кивӗ пӗве территорине тирпей-илем кӗртнисӗр пуҫне кӑҫал Кумертау хулинче «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» федераци программине пула тата икӗ обществӑлла лаптӑк улшӑнать. Вӗсем – «Рассвет» ДК тата вокзал ҫывӑхӗнчи лаптӑк территорийӗсем.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР ЖКХ министерстви.

 

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-09-23/v-gorode-bashkirii-po-natsproektu-blagoustroyat-prud-4398761

 

 

Пушкӑрт хулинче наци проекчӗпе пӗвене хӑтлӑлатӗҫ
Пушкӑрт хулинче наци проекчӗпе пӗвене хӑтлӑлатӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас