Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
30 Сентябрӗн 2025, 05:46

Наци проекчӗ Пушкӑртстанра автотуризм аталанӑвне инвестици хывать

#наци проекчĕ

Наци проекчӗ Пушкӑртстанра автотуризм аталанӑвне инвестици хыватьНаци проекчӗ Пушкӑртстанра автотуризм аталанӑвне инвестици хывать
Наци проекчӗ Пушкӑртстанра автотуризм аталанӑвне инвестици хывать

#наци проекчĕ

«Туризм тата тараватлăх» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн республикӑн «Пушкӑртстанӑн ылтӑн унки» автомобиль туризм маршручӗ ҫывӑхӗнче туризм инфратытӑмне аталантарма 60 млн тенкӗ ытла уйӑраҫҫӗ.

Патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса автоҫул хӗррипе регион продукцине сутакан точкӑсем, кемпингсем, автостоянкӑсем, капиталлӑ мар обществӑлла апатлану объекчӗсем, спорт площадкисем пулӗҫ.

- «Пушкӑртстанӑн ылтӑн ункине» Раҫҫей регионӗсенчи вунӑ пилот турмаршрут шутӗнче Яндекс карттӑна кӗртнӗ, патшалӑх пулӑшӑвӗпе Пушкӑртстан Республикин ҫул ҫӳревсем автомаршрутне аталантармалли мероприятисене пурнӑҫа кӗртнипе хӑтлӑрах пулӗҫ. Ҫавна пула туристсен юхӑмӗ ӳсессе кӗтеҫҫӗ, çакӑ Пушкӑртстанӑн ҫӗршыври пысӑк пӗлтерӗшлӗ туризм регионӗ пек позицийӗсене ҫирӗплетӗ, – ӑнлантарнă Пушкӑртстан Республикин предпринимательлӗхпе туризм министрӗ Светлана Верещагина.

«Пушкӑртстанӑн ылтӑн унки» автомаршрута аталантармалли программăна ҫавӑн пекех туризм оборудованийӗсене проката илесси, модульлӗ душ пӳлӗмӗсем вырнаҫтарасси, амӑшӗпе ача пӳлӗмӗсем тӑвасси кӗреҫҫӗ. Вӗсем ҫул-йӗр сервисӗн нумай функциллӗ зонисен тата кану площадкисен йышӗнче федераци трассинчен 5 ҫухрӑмра е регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсенчен 3 ҫухрӑмра вырнаҫӗҫ.

https://mgazeta.com/news/natsproekty/2025-09-29/natsionalnyy-proekt-investiruet-v-razvitie-avtoturizma-v-bashkirii-4405744

 

 

Наци проекчӗ Пушкӑртстанра автотуризм аталанӑвне инвестици хывать
Наци проекчӗ Пушкӑртстанра автотуризм аталанӑвне инвестици хывать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас