

#наци проекчĕ
Уфа хулинчи перинаталь центрӗ аутокровине реинфузи тума ҫӗнӗ медицина оборудованийӗ илнӗ. Аппаратурӑна «Вӑрӑм та активлă пурнӑҫ» наци проекчӗ шайӗнче туяннă.
Пушкӑртстанӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫак технологи пациента операци вӑхӑтӗнче ҫухатнӑ хӑйӗн юнне хӑрушлӑхсӑр тавӑрма май парать, ҫакӑ хӑрушлӑха чакарать тата юсанассине хӑвӑртлатать.
Центрӑн тӗп тухтӑрӗ Зухра Гурова ҫак оборудовани пациентсемшӗн чӑн-чӑн ҫӑлӑнӑҫ пулнине палӑртнă. Вӑл йывӑр юн кайсан аппарат шанчӑклӑ пулӑшуҫӑ пулса тӑнине, хӗрарӑма хӑйӗн юнне тавӑрма май панине — чи хӑрушсӑр вариант пулнине палӑртнă. Зухра Гурова нумай ҫын пурнӑҫне сыхласа хӑварма пултаракан ҫакнашкал техника тупӑннӑшӑн тав тунӑ, ҫакӑ тухтӑрсен операцисен ӑнӑҫлӑ вӗҫленес шанăçне вӑйлатнине хушнӑ.
Ку чухнехи оборудовани туянни пысӑк технологиллӗ пулӑшу памалли майсене, чи малтан ача ҫуратакансене, анлӑлатӗ, ача ҫуратассин хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес ӗҫре пысӑк утӑм пулӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: health.bashkortostan.ru сайтран.