#наци проекчĕ
Ӑна Буздяк ялӗн Южный микрорайонӗнче хӑтланӑ.
Буздякра Южный микрорайонӗнчи канупа спорт паркне хӑтлӑлатассине вӗҫленӗ. Унта темиҫе спорт площадки — баскетболла, волейболла тата хӑрушсӑр резина сийлӗ футболла выляма тунӑ. Ачасем валли тӑвайккиллӗ, чуччу ярӑнакан вӑйӑ зонине йӗркеленӗ. Паркра ҫутатнӑ ҫуран ҫӳремелли ҫулсем, саксемпе урнӑсем йĕркеленĕ.
Ӗҫсем икӗ сезон тăршшĕ «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» нацпроектпа тата «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» проектпа килӗшӳллӗн пынӑ. Пӗтӗмӗшле тирпей-илем хакӗ 20,8 млн тенкӗпе танлашнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: «Единая Россия» ВПП БРО.