Çутă çул
+28 °С
Облачно
Наци проекчĕсем
6 Октября 2025, 06:28

Пушкӑртстанра Дюртюли районӗнчи Шуратӑл урлӑ хывнӑ кӗпере юсаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра Дюртюли районӗнчи Шуратӑл урлӑ хывнӑ кӗпере юсаҫҫӗПушкӑртстанра Дюртюли районӗнчи Шуратӑл урлӑ хывнӑ кӗпере юсаҫҫӗ
Пушкӑртстанра Дюртюли районӗнчи Шуратӑл урлӑ хывнӑ кӗпере юсаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Вӑл чи пысӑк кӗперсенчен пӗри — унӑн тӑршшӗ 750 метра яхӑн.

Дюртюли районӗнче «Пурнӑҫ валли инфраструктура» нацпроект шайӗнче Дюртюли-Нефтекамск ҫулӑн 13-мӗш ҫухрӑмӗнче Шуратӑл урлӑ хывнӑ кӗпере юсасси малалла пырать.

Транспорт министерствин пуҫлӑхӗ Любовь Минакова палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак кӗпер нумай ял ҫыннисене транспорт ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерет — ун урлӑ вӗсем федераци трассине тухаҫҫӗ. Кулленхи трафик 4 пин автомобильпе танлашать.

Кӗпере 1990 ҫулта хута янӑ, тӗплӗ юсав вӑхӑчӗ ҫитнӗ. Подрядчиксем тимӗр конструкцисене коррозирен тасатӗҫ, пур тӗревсене ҫирӗплетӗҫ, кӗперпе подходсем ҫинчи гидроизоляцие тата ҫул-йӗр тумне улӑштарӗҫ, электричество çутине юсӗҫ, карлӑкпа барьер хӳмисене улӑштарӗҫ.

Контракта «Орион плюс» СК ООО пуҫламӑш хакпа 923,8 млн тенкӗпе выляса илнӗ.

Ӗҫсем графикпа пыраҫҫӗ. Юсав вӑхӑтӗнче пӗр тӑрӑх реверсивлӑ куҫӑм йӗркеленӗ. Кӗпере 2026 ҫулта уҫма палӑртнӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Транспорт министерстви.

 

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-10-03/v-bashkirii-remontiruyut-most-cherez-beluyu-v-dyurtyulinskom-rayone-4413793

 

 

Пушкӑртстанра Дюртюли районӗнчи Шуратӑл урлӑ хывнӑ кӗпере юсаҫҫӗ
Пушкӑртстанра Дюртюли районӗнчи Шуратӑл урлӑ хывнӑ кӗпере юсаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас