

#наци проекчĕ
Кивӗ пӳлӗмсене хальхи модульлӗ пӳлӗмсемпе улӑштарнӑ.
«Вӑрах тата активлă пурнӑҫ» нацпроекта пурнӑҫланӑ май Пушкӑртстанри Мелеуз районӗнче модульлӗ тӑватӑ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнă — Смаково, Кизрай, Сыртланово тата Малошарипово ялӗсенче, — вĕсенче 183—323 ҫын пурӑнать. Кун пирки Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтерет.
Кашни ФАПра фельдшер валли кабинет, смотровой, процедура пӳлӗмӗсем, кӗтмелли пӳлӗм, санитари узелӗ, медикаментсемпе тасатмалли хатӗрсене упрамалли пӳлӗмсем пур.
Юлашки пилӗк ҫулта Федерацин Атӑлҫи округӗнче 1500 яхӑн медпункт вырнаҫтарнӑ, вӗсенчен 700-шӗ Пушкӑртстанра.
2025 ҫулта республика модульлӗ 134 ФАП тăвĕ, ҫавӑн пекех хуласемпе районсенче ҫӗнӗ ултӑ поликлиника тӑваҫҫӗ, тӑхӑр учреждение тӗпрен юсаҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне кӑҫал «Вӑрах тата активлă пурнӑҫ» нацпроектӑн «Пушкӑртстанӑн сывлӑх сыхлавӗн пуҫламӑш сыпӑкне модернизацилесси» регион программине пурнӑҫланӑ май 4,5 пин ытла тӗрлӗ медицина оборудованийӗ туянма, 99 единица автотранспорт туянма палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Сывлӑх сыхлав министерстви.