Çутă çул
-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
8 Октябрӗн 2025, 10:37

Уфара Затонра 1225 вырӑнлӑ ҫӗнӗ шкул малалла тӑваççĕ

#наци проекчĕ

Уфара Затонра 1225 вырӑнлӑ ҫӗнӗ шкул малалла тӑваççĕ
Уфара Затонра 1225 вырӑнлӑ ҫӗнӗ шкул малалла тӑваççĕ

#наци проекчĕ

Уфара Затон микрорайонта вырнаҫнӑ 1225 вырӑнлӑ пысӑк шкул строительстви хастар пырать.

Ку хальхи вӗрентӳ учрежденийӗ «Уфа-450» комплексӑн пӗр пайӗ пулса тӑрӗ, вӑл чи çÿллĕ стандартсене тивӗҫтерӗ. Проектра темиҫе секци пур.

Хальхи вӑхӑтра объектра строительствӑпа монтаж ӗҫӗсем, таврари территорие тирпей-илем кӗртес ӗҫсем, ҫавӑн пекех тулашри ҫутта монтаж тӑваҫҫӗ. Специалистсем ҫавӑн пекех искусствӑлла сийлӗ спорт виттине майлаштараҫҫӗ. Ҫӗнӗ шкул вӗренӳ класӗсемсӗр пуҫне хушма пӗлӳ тата урок тулашӗнчи ӗҫсем валли анлӑ майсем сӗнӗ.

Строительство «Вӗрентӳ» наци проекчӗпе Пушкӑртстан Республикин Правительствипе «ПроШкола» ООО хушшинчи концесси килӗшӗвне тӗпе хурса пурнӑҫланать.

Ҫӑлкуҫ: Уфари Ленин районӗн пресс-служби.

https://mgazeta.com/news/natsproekty/2025-10-07/v-ufe-prodolzhaetsya-stroitelstvo-novoy-shkoly-na-1225-mest-v-zatone-4417447

 

Уфара Затонра 1225 вырӑнлӑ ҫӗнӗ шкул малалла тӑваççĕ
Уфара Затонра 1225 вырӑнлӑ ҫӗнӗ шкул малалла тӑваççĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас