#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри предприяти Гвинейӑна кӑркка ашӗн черетлӗ партине экспортланӑ тесе пӗлтернӗ Раççей ял хуçалăх надзорĕн регионти управленийӗнче.
Раççей ял хуçалăх надзорĕн Пушкӑртстанри управленийӗ Мелеуз районӗнчен кайӑк-кӗшӗк ӗрчетекен предприяти Гвинея Республикине экспортлама хатӗрленӗ тепӗр 27 тонна кӑркка ашӗн ҫурма фабрикатне тӗрӗсленĕ. АПК продукцине ют ҫӗршывсене экспортпа тивӗҫтерессине ӳстересси - «Тĕнчери коопераципе экспорт» нацпроектӑн тӗллевӗсенчен пӗри.
Африка континентне ӑсатас умӗн шӑнтнӑ кӑркка ашĕн партине РФ Патшалӑх чиккинче тата транспортра пӑхса тухнӑ, документсем тунă.
Маларах суйласа илнӗ аш-какай çурмафабрикачӗсен тӗслӗхӗсем Раççей ял хуçалăх надзорне пӑхӑнса тӑракан тӗрӗслев лабораторийӗнче лаборатори тӗпчевӗсем иртнӗ.
«Анализ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх продукци Гвинея Республикин апат-ҫимӗҫ тата ветеринари хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене тивӗҫтерет. Шӑнтнӑ аш-какай продукцийӗн партине экспорт ветеринари сертификатне панӑ», - палӑртнă Раççей ял хуçалăх надзорĕн Пушкӑртстанри управленийӗнче.
2025 ҫул пуҫламӑшӗнчен ҫак Африка ҫӗршывне пурӗ 80 тонна ытла таякан кӑркка ашӗнчен виҫӗ парти калӑпласа экспортланӑ.
«Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх» наци тӗллевӗпе килӗшӳллӗн «Тĕнчери коопераципе экспорт» наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сăнÿкерчĕкĕ: Радий Хабиров телеграм-каналӗ, архиври сӑнӳкерчӗк.