#наци проекчĕ
Аургазă районӗнчи Толбазӑ ялӗн Хӗвеланӑҫ обходӗнче ҫул-йӗрпе строительство ӗҫӗсене вӗҫлеме тата транспорт юхӑмне уҫма 2027 ҫул вӗҫлениччен палӑртаҫҫӗ. Кун пирки Пушкӑртстанри Транспорт министерствинче пӗлтернӗ.
Ведомство пуҫлӑхӗ Любовь Минакова пӗлтернӗ тӑрӑх, специалистсем кунта коммуникацисене ҫӗнӗлле йӗркелесе янӑ ӗнтӗ, тӗп ҫул ҫинче пилĕк тимӗр-бетон пӑрӑх тата ҫумӗсенче пилĕк тимӗр пӑрӑх вырнаҫтарнӑ. Халӗ подрядчик ҫӗр лаптӑкне тата вак чулпа хӑйӑр хутӑшӗнчен сарнӑ сие тума пуҫланӑ.
Ҫӗнӗ ҫулӑн тӑршшӗ ултă ҫухрӑма яхӑн пуласси паллӑ. Ӗҫлекенсем ҫавӑн пекех автобус чарӑнӑвӗсене, барьер хӳмисене, ҫул паллисене тата сигнал юписене вырнаҫтараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кунта паллӑ тӑвӗҫ.
«Толбазӑ ялӗн Хӗвеланӑҫ обхочӗ туни ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне самай ӳстерӗ, вунă пине яхӑн ҫын пурӑнакан район центрӗнче экологи лару-тӑрӑвне лайӑхлатӗ. Ҫӗнӗ ҫул транзитлӑ транспорта ял тулашне илсе тухма, çавӑн пекех Давлекан еннелле ҫул вӑхӑтне кӗскетме май парӗ», — пайланă Минакова.
Ӗҫсем «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» нацпроект шайӗнче пыраҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Республикин Транспорт министерстви.