#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Чишма районӗнчи Балагушево тата Бикеево ялӗсенче модульлӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем (ФАПсем) «Вӑрӑм та активлă пурнӑҫ» нацпроект пулӑшнипе уҫӑлнине пӗлтернӗ республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче.
Ҫӗнӗ ҫуртсене хальхи требованисемпе тата стандартсемпе килӗшӳллӗн хӑпартнӑ. Вӗсене медицина пулӑшӑвӗ памалли мӗнпур хатӗрпе тивӗҫтернӗ. Икӗ ФАПран кашнинче фельдшер кабинечӗ, смотровой, процедура пӳлӗмӗ, пациентсем валли кӗтмелли пӳлӗм, санузел, персонал валли пӳлӗмсем, медикаментсем тата тирпейлемелли хатӗрсем упрамалли пур.
Медучрежденисем Балагушевӑпа Бикеевӑра пурӑнакан 550 яхӑн ҫынна, çавӑн пекех Сабуровӑпа Семеновка ялӗсене пӑхса тӑрĕç. Унсӑр пуҫне «Цифра ФАПĕ» проектпа халӑха халӗ цифра медицина пулӑшӑвӗ пама май пулӗ. Фельдшер дистанциллӗ майпа больничнӑй уҫма, электронлӑ рецепт ҫырса пама, тухтӑрпа телемедицина консультацийӗ ирттерме тата медицина даннӑйӗсене урӑх учреждение консультацие яма пултарӗ.
Нацпроект пулӑшнипе медицина учрежденийӗсем ҫӗнелеҫҫӗ, реабилитаци тытӑмӗ лайӑхланать, наци тӗпчев центрӗсен тытӑмӗ аталанать, сывлӑх сыхлавне цифрӑлас ӗҫ пырать. Ҫӗнелнӗ нацпроектсем РФ Президенчӗ Владимир Путин йышӑнӑвӗпе 2025 ҫултанпа пурнӑҫланаҫҫӗ.