#наци проекчĕ
«Вӑрӑм тата активлă пурнӑҫ» наци проектне пурнӑҫланӑ май больницӑна ылмашӑну процесӗсен тата ӳт-пӳ тытӑмӗн биоимпеданс анализаторӗ килнӗ.
Ку хатӗр профилактика тата диспансер ӗҫӗн пахалӑхне самай лайӑхлатӗ.
Биоимпеданс анализаторӗ ӳт-пӳ тытӑмне тата апат-ҫимӗҫ статусне тӗрӗс палӑртма, ҫавӑн пекех метаболизм синдромӗ аталанас хӑрушлӑха хаклама май парать.
— Сывлӑха хакламалли яланхи меслетсемсӗр пуҫне ҫак анализатор тухтӑрсене пирӗн пациентсен япаласен ылмашӑнӑвӗн тӑрӑмӗ ҫинчен тӗрӗс даннӑйсем парать. Ҫакӑн пек майсем пуррипе эпир профилактика тата сиплевӗн уйрӑм программисене тухӑҫлӑрах хатӗрлеме пултарӑпӑр, уйрӑмах метаболизм чирӗсемпе теветкелленекенсен, — палӑртнă Салават больницин тӗп тухтӑрӗ Алик Янышев.