#наци проекчĕ
Стерлитамакри Оксана Желтоухова социаллӑ предприниматель хулара IT-шкулсен сетьне ӑнӑҫлӑ аталантарать. Бизнеса анлӑлатассинче патшалӑх пулӑшӑвӗ тӗп вырӑн йышӑннӑ.
«Манӑн бизнес» центрӑн вырӑнти филиалӗн специалисчӗсем предпринимателе социаллӑ предприятисен реестрне кӗртмелли документсен пакетне пухма пулӑшнӑ, ҫакӑ малашнехи аталанушӑн татӑклӑ утӑм пулса тӑнӑ. Ҫак мерӑна «Тухӑҫлӑ та конкурентлӑ экономика» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ.
- Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене аталантарасси республикӑшӑн приоритетлӑ ҫул-йӗр шутланать. Социаллӑ предприниматель статусне ҫырӑнса илме вӑхӑтра пулӑшни регионта вӗрентӳ пахалӑхне ӳстерме тата ҫӗнӗ майсем уҫма пулӑшать, - ӑнлантарнă Пушкӑртстан Республикин предпринимательлӗхпе туризм министрӗ Светлана Верещагина.