

#наци проекчĕ
Раççей ял хуçалăх надзорĕн Пушкӑрт Республикинчи управленийӗ 2025 ҫулхи тăхăр уйӑхра Китайпа Корейӑна экспортланӑ 18 пин тонна ытла кӑшман жомне тӗрӗслесе тӑнӑ.
2025 ҫулӑн малтанхи тӑхӑр уйӑхӗнче ПР Раççей ял хуçалăх надзорĕн управленийӗн специалисчӗсем вырӑнти сахӑр завочӗсем Китайпа Кӑнтӑр Корейӑна ӑсатма туса кӑларнӑ 18 пин тонна ытла гранулӑланӑ кӑшман жомне тӗрӗсленӗ.
Кӑшман жомĕ сахӑр туса илессин хушма продукчӗ шутланать, унпа ӗне тата кайӑк-кӗшӗк апачӗ вырӑнне усӑ кураҫҫӗ. Специалистсем продукцие тӗплӗн тӗрӗсленӗ, тӗслӗхсене суйласа илсе федерацин ветеринарипе диагностика центрӗн лабораторине тӗпчеве янӑ.
Тӗпчевсем продукт хӑрушсӑрлӑхне тата вӑл Китайпа Кӑнтӑр Корейӑн санитари нормисемпе килӗшсе тӑнине ҫирӗплетнӗ. Тӗрӗслевсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх 760 фитосанитари сертификачӗ панӑ.
«Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательство» наци тӗллевӗпе килӗшӳллӗн «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Раççей ял хуçалăх надзорĕн управленийӗн пресс-служби.