Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
21 Октябрӗн 2025, 07:03

Пушкӑртстан наци проекчӗсем валли 49 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан наци проекчӗсем валли 49 миллиард тенкӗ уйӑрнӑПушкӑртстан наци проекчӗсем валли 49 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ
Пушкӑртстан наци проекчӗсем валли 49 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ

 

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанри наци проекчӗсен пӗтӗмӗшле бюджечӗ 2025 ҫулта 49 миллиард тенкӗпе танлашнӑ, ҫав шутра 35 миллиарда яхӑн федераци укҫи-тенки. Кун пирки республикӑн премьер-министрӗ Андрей Назаров пӗлтернӗ.

Бюджетсем хушшинчи 8,4 миллиард тенкӗлӗх трансфертсене «Ҫамрӑксем тата ачасем», «Пурнӑҫ валли инфраструктура», «Ҫемье», «Туризм тата тараватлӑх» нацпроектсем тӑрӑх пайланӑ.

«Кӑҫал нацпроектсен шайӗнче вӗренӳ тата культура 36 объектне тĕп юсав ирттеретпӗр, вӗсенчен 33-шӗнче ӗҫсене пӗтӗмпех вӗҫленӗ, 170 обществӑлла территорие тирпей-илем кӗртетпӗр, хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелессипе чи лайӑх çичĕ проекта пурнӑҫа кӗртетпӗр. Ҫавӑн пекех Стерлитамакпа Белорецкра туризм кодне йӗркелес енӗпе те хастар ӗҫлеҫҫӗ — пурте хӑтлӑ та аталаннӑ хутлӑх валли», — ӑнлантарнă Назаров.

ПР вице-премьерӗ — регион правительствин аппарачӗн ертӳҫи Азамат Абдрахманов пӗлтернӗ тӑрӑх, паян шкул тата шкулчченхи вӗрентӳ сферинчи 33 объекта та тĕпрен юсанă, 648 вӗрентӳ организацине вӗрентӳ тата воспитани хатӗрӗсемпе, ҫав шутра сӗтел-пуканпа, компьютерсемпе тивӗҫтернӗ.

Унсӑр пуҫне шкул директорӗсен воспитани енӗпе ӗҫлекен канашҫисене тата класс ертӳҫисене 3 миллиард тенкӗ ытла тӳленӗ — ҫулталӑк вӗҫлениччен асӑннӑ суммӑна 4 миллиард тенкӗ таран ӳстерме палӑртаҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех Территорисене аталантармалли фондран «Ҫурт-йӗр» регион проекчӗпе килӗшӳллӗн авариллӗ ҫуртсенче пурӑнакансене Сибай, Бирск, Благовещенск, Гафури, Дюртюли, Илиш, Кугарчă, Татӑшлă, Учалă тата Чишма районӗсенче вырнаҫтарма 510 млн тенкӗ парӗҫ.

Сӑнÿкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

 

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-10-20/na-natsproekty-v-bashkirii-vydelili-49-mlrd-rubley-4433928

 

 

Пушкӑртстан наци проекчӗсем валли 49 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ
Пушкӑртстан наци проекчӗсем валли 49 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас