

#наци проекчĕ
Октябрӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 16-мӗшӗччен Уфара автомобиль покрышкисене хӑрушсӑр утилизацилеме пулӑшакан «Шина утилизацийӗ» экологи акцийӗ иртет.
Хулара пурӑнакансем ятарлӑ йӗркеленӗ йышӑну пункчӗсенче 22 дюйм таран диаметрлӑ кивӗ шинӑсене (пӗр уйрӑм ҫынран тӑватӑ штукран ытла мар) тӳлевсӗр пама пултарӗҫ.
Акцие «Экологи ырлӑхӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ, хӑрушӑ каяшсене саккунсӑр майпа вырнаҫтарассинчен пулӑшӗ. Йышӑну пункчӗсем кашни кун 10 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен çак адрессемпе ӗҫлӗҫ: Центральная урамӗ, 35; Сосновская урамӗ, 60; Кузнецовский затон, 22; Шерстомойная урамӗ, 40; Самаркандская урамӗ, 1/3; Кемеровская урамӗ, 114; Пархоменко урамӗ, 202.
Аса илтеретпӗр, ТКО контейнерӗсене е кил таврашӗнчи территорисене покрышкӑсем кӑларса пăрахма юрамасть, уншăн административлӑ яваплӑх кĕтет.
Акци пирки тӗплӗнрех Уфа хула округӗн администрацийӗн экологи тата тавралӑха сыхлас енӗпе ӗҫлекен пайӗнче +7 (347) 279-05-90 телефонпа ыйтса пӗлме пулать.