#наци проекчĕ
Пушкӑрт Республикинчи Туймазӑ районӗнчи Сайраново ялӗнче «Вӑрӑм тата активлă пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туса лартнӑ модульлӗ хальхи фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ.
Хальхи мӗнпур стандартсене тивӗҫтерекен ҫӗнӗ ҫурт 1966 ҫулта тунӑ кивӗ ФАП вырӑнне пулӗ, унта шывпа тивӗҫтерес тата канализаци йышши элементарлӑ хӑтлӑхсем пулман.
Ҫӗнӗ ФАП Сайраново ялӗпе Урняк ялӗнче пурӑнакансене, унта 421 ҫын, ҫав шутра 55 ача, пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ пама туллин тивӗҫтернӗ. Кунта персонал ӗҫлеме тата пациентсене кӗтме хӑтлӑ условисем туса панӑ, мӗнпур кирлӗ кабинетсем пур: фельдшер, смотровой, процедура, санузел, ҫавӑн пекех медикаментсемпе инвентарь упрамалли пӳлӗмсем.
«Цифрӑллӑ ФАП» проекта пурнӑҫа кӗртни ял ҫыннисене хальхи вӑхӑтри медицина пулӑшӑвӗсемпе усӑ курма май парать, ҫав шутра электронлӑ больничнӑйсем уҫасси, рецептсем ҫыртарасси, телемедицина консультацийӗсем ирттересси тата медицина даннӑйӗсене ытти учрежденисене ярса парасси.