Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
23 Октябрӗн 2025, 05:50

Трасса участокне юсаса пӗтереҫҫӗ

#наци проекчĕ

Трасса участокне юсаса пӗтереҫҫӗТрасса участокне юсаса пӗтереҫҫӗ
Трасса участокне юсаса пӗтереҫҫӗ
 
#наци проекчĕ
Республикӑри ҫул-йӗрҫӗсем районсем хушшинчи пӗлтерӗшлӗ Пишпÿлек — Аит — Оренбург облаҫӗн чикки автомобиль ҫулне «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» наци проекчӗн шайӗнче тӗпрен юсаҫҫӗ.
Пишпÿлек — Оренбург асфальт ҫулпа иртекен водительсем район центрӗнчен тухса хӑтлӑ та тикӗс асфальт сарнӑ вырӑна лекеççĕ. Автомобиль двигателӗ ҫак ҫӗнӗлӗхе тӳрех туйать, урӑхла ӗҫлеме пуҫлать, ҫӑмӑлланнӑ пек, кӑшт кӗвӗллӗрех пек туйӑнать. Кунта авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа ҫул-йӗр ӗҫченӗсен бригадисем икӗ сий ҫӗнӗ асфальт хурса пахалӑхлă ӗҫлеççĕ.
— Асфальт сарма пуҫличчен Пушкӑртстан Республикин Çул-йӗр хуҫалӑх управленийӗн ҫул-йӗр ӗҫченӗсен самай тӑрӑшма тиврӗ, мӗншӗн тесен вӗсен пӗтӗмӗшле 5,8 километр ытла тӑсӑлакан кивӗ ҫул-йӗре малтан тикӗслеме кивӗ асфальт сийӗнчен 70 ытла процентне хывма тиврӗ, - тет пӗр бригадӑн ҫул-йӗр ӑсти Юрий Тимофеев. - Пӗтӗмӗшле илсен, ку участокра ударлӑ, канмалли кунсемсӗр, пӗр вӑхӑтрах ҫирӗм пилӗк- вӑтӑр ҫын ытла тӑрӑшнӑ: ҫул-йӗр специалисчӗсем, мастерсем, ҫул-йӗр бригадисем, ҫул-йӗрпе строительство техникин водителӗсемпе машинисчӗсем. Ҫул-йӗрпе строительство техники пӗтӗмпех ҫӗнӗ, анчах ӑна тӗрӗсленӗ ӗнтӗ, анчах ҫул-йӗр бригадисене хӑйсене Уфа тата Пелепей хулисенчен, çавӑн пекех Серафимовский поселокӗнчен пухнă. Кунта кашниех хӑйӗн ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа тунӑ. Сӑмахран, вак чул татӑкне Челябинск облаҫӗнчен виҫӗ теҫетке йывӑр тиевлӗ (вӑтӑр тонна таран) импорт самосвалĕ татти-сыпписӗр кӳрсе килнӗ. Лайӑх пахалӑхлӑ асфальта Серафимовскийри асфальтпа бетон заводӗнчен 12-16 автомобиль турттарнӑ. Асфальта икӗ сийпе /тикӗслекен тата витмелли / сарассине эпир 5800 метр тӑршшӗ ҫул сыпӑкӗнче вӗҫленӗ темелле. Съездсене майлаштарса пӗтермелли ҫеҫ юлчӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫул айккине хӑйӑр-грави хутӑшӗпе сапса ҫирӗплетесси пырать. Ҫитес вӑхӑтра разметкă тӑвӗҫ, ҫӗнӗ ҫул-йӗр паллисене вырнаҫтарӗҫ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.
 
 
 
 
Трасса участокне юсаса пӗтереҫҫӗ
Трасса участокне юсаса пӗтереҫҫӗ
Трасса участокне юсаса пӗтереҫҫӗ
Трасса участокне юсаса пӗтереҫҫӗ
Трасса участокне юсаса пӗтереҫҫӗ
Трасса участокне юсаса пӗтереҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас