#наци проекчĕ
Ишимбай больницине интерактивлӑ икӗ реабилитаци системи килнӗ. Пушкӑртстан Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ оборудование «Вӑрӑм тата активлă пурнӑҫ» нацпроектпа лартнӑ.
Асӑннӑ системӑсем пациентсен когнетивлă тата хускану хӑнӑхӑвӗсене юсама кирлӗ. Вӗсене экран е стена ҫинче вылякан интерактивлӑ сценарисем кӗреҫҫӗ, вӗсем пациента тимлӗхе, астӑвӑма, моторикӑна тата координацие хӑнӑхтарма виртуаллӑ объектсемпе ҫыхӑнса ӗҫлеме май параҫҫӗ.
«Ҫакӑн пек хальхи йышши оборудованипе пирӗн пациентсем хастар пурнӑҫ патне хӑвӑртрах таврӑнма пултарасса шанатпӑр», — палӑртнă Ишимбайри тӗп район больницин тӗп тухтӑрӗ Ринат Гайнетдинов.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.