

#наци проекчĕ
Ҫакна «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» нацпроект пулӑшнипе тума май килнӗ.
400 метр тӑршшӗ Кулгунино ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫул сыпӑкӗнче Пушкӑртстанри Ишимбай районӗнчи Стерлитамак — Белорецк — Магнитогорск трассӑна «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» наци проекчӗ шайӗнче ҫӗнетнӗ. Республика правительстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр рабочийӗсем ҫӗр лаптӑкне хӑтлӑлатнӑ, асфальтобетонӑн икӗ сийне сарнӑ, ҫул хӗррисене ҫирӗплетнӗ, паллӑсем лартнӑ.
«Стерлитамак — Белорецк — Магнитогорск трасса республикӑри чи илемли шутланать, мӗншӗн тесен вӑл Ишимбай, Бурзян, Белорецк тата Абзелил районӗсен илемлӗ участокӗсем тӑрӑх иртет. Ун тӑрӑх туристсем Банное кӳлли, Абзаково ту йӗлтӗрӗн курорчӗ, Якты-Куль санаторийӗ тата ытти кӑсӑклӑ туризм объекчӗсем патне ҫитеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫак ҫула нормативлӑ лару-тӑрӑва кӗртни пӗлтерӗшлӗ», — палӑртнă Пушкӑртстан Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Любовь Минакова.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР правительстви / официаллӑ сайт.