

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫул-йӗр ӗҫченӗсене Ăх шывӗ урлӑ хывнӑ автомобиль кӗперне срокчен маларах хута янӑшӑн тав тунă.
Аса илтеретпӗр, октябрӗн 23-мӗшӗнче, палӑртнӑ вӑхӑтран пӗр ҫул маларах, реконструкци хыҫҫӑн Пушкӑртстана Татарстанпа ҫыхӑнтаракан Ăх юхан шывӗ урлӑ хывнӑ кӗперпе ҫул уҫӑлнӑ. Ӗҫсене «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ.
«Кӗпере срокчен маларах тунӑ. Тавах ҫул-йӗр ӗҫченӗсене ҫакӑншӑн», — тенӗ Радий Хабиров регион правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн пресс-служби / сайчӗ.