Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
30 Октябрӗн 2025, 06:51

Пушкӑртстанра АПК продукцине туса илесси ӳснӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра АПК продукцине туса илесси ӳснӗПушкӑртстанра АПК продукцине туса илесси ӳснӗ
Пушкӑртстанра АПК продукцине туса илесси ӳснӗ
#наци проекчĕ
Ял хуҫалӑх продукцине туса илесси кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра 191,6 миллиард тенке ҫитнӗ. Ку пӗлтӗрхи январь – сентябрь уйӑхӗсенчинчен 5,3 процент нумайрах тесе пӗлтернӗ ПР Ял хуҫалӑх министерствинче.
Правительствӑн вице-премьерӗ – ПР ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов палӑртнӑ тӑрӑх, регионта тавар секторӗ ӳсет. Сӑмахран, ял хуҫалӑх организацийӗсенче продукци туса илесси 83,8 млрд тенке ҫитнӗ, индексӗ 113% танлашнӑ. Унсӑр пуҫне 21 миллиард тенкӗ ытла фермер хуҫалӑхӗсене тивет.
Отрасльсем тӗлӗшпе ӳсен-тӑран ӳстересси (111%) лайӑх ӳсӗм кӑтартнӑ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессинче производство индексӗ 101,6% ҫитнӗ.
Ӳсен-тӑран ӳстерес ӗҫри лайӑх динамика пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши, ҫавӑн пекех ҫуллӑ культурӑсен тухӑҫӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ тесе ӑнлантарнӑ аграри ведомствинче. 
Раҫҫейре «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологипе тивӗҫтересси» нацпроект пурнӑҫланать. Анлӑ проект ял хуҫалӑх продукцине туса илессине ӳстерме палӑртать. 2030 ҫул тӗлне АПК продукцийӗн производствин индексне 2021 ҫулхипе танлаштарсан, 25 процентран кая мар ӳстерме палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: пресс-служба / Пушкӑртстан Ял хуҫалӑх министерстви.
 
 
 
 
 
Пушкӑртстанра АПК продукцине туса илесси ӳснӗ
Пушкӑртстанра АПК продукцине туса илесси ӳснӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас